Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

И.Я.ЯКОВЛЕВ ĕçтешĕсем - Вăрмар Енре

И.Я.ЯКОВЛЕВ ĕçтешĕсем - Вăрмар Енре

(Малалли. Пуçламăшĕ 37, 48-мĕш номерсенче).

Çавăн пек курссен ертỹçи пулса Çĕрпĕве, Хусана, Чĕмпĕре çитет. Н.В.Васильев ĕçленĕ вăхăтра çеç пирĕн тăрăхран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 1894-1919 çулсенче 12 ача вĕренни паллă. (Сăмах май каласан, Чĕмпĕрте И.Я.Яковлев патĕнче вĕреннĕ ачасен шучĕпе, ытти районсемпе танлаштарсан, Вăрмар тăрăхĕ чи пуяннине палăртмалла). Патриархăн юратнă ĕçтешĕсем Д.Ф.Филимоновпа П.В.Васильев еплерех тăрăшнинчен те килнĕ ĕнтĕ ку.

И.Я.Яковлев шкулĕнче ăслăлăхпа пĕрлех тĕрлĕ ăсталăха та питĕ лайăх вĕрентнĕ. Кунта юрлама, музыка инструменчĕ калама, ал ĕçĕсене хăнăхтарнă. И.Я.Яковлев çĕр виçевçинче ĕçленĕ чухне, инспектор пулса тĕрлĕ çĕрте çỹресе çакна асăрханă: чăвашсем ял хуçалăх ĕçне аванах пĕлмеççĕ, улма-çырла сачĕсем, пахча-çимĕç çитĕнтересси анлăн сарăлайман. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ял хуçалăх ферми йĕркелесен, ачасене çĕрпе тухăçлă усă курма, культурăллă ĕçлеме хăнăхтарнă. Вĕрентĕве ĕçпе çыхăнтарасси шкул Уставĕнче те, пурнăç йĕркинче тĕп вырăнта тăнă. Çавăнпа, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухса ялсене ĕçлеме кайсан, хăйсене мĕнле вĕрентнине, мĕне хăнăхтарнине хресченсене тĕслĕхпе кăтартса пынă.

Вĕрентекенĕн ăслă шухăшĕсене асра тытса П.В.Васильев Энĕшпуç ялĕнче хурт-хăмăр тытать, 1,5 гектар çĕр çинче улма-çырла пахчи çитĕнтерет. Ахăртнех, пĕччен туман вăл çакăн пек капмар ĕçе! Ăна пулăшаканĕсем - ял çыннисем, вĕренекенĕсем пулнă. Ырă тĕслĕхĕн çимĕçĕ те ырах. Энĕшпуç тăрăхĕ мĕн ĕлĕкех ăслă-тăнлă, ĕçе юратакан нумай çынна ỹстерсе çын тунă.

Шел, Совет влаçĕ вăхăтĕнче чиркỹ çыннисене хĕсĕрленĕ чухне, çитмĕл çултан иртнĕ П.В.Васильева арестлесе хупса хураççĕ: темиçе çултан ирĕке тухнă хыççăн нумай пурăнаймасть Энĕшпуç вĕрентекенĕ, ăна ял çыннисем чысласа пытараççĕ.

Çак статьяна çыртăм та шухăша кайрăм. Чунăма пусăрăнчăк кăмăл çавăрса илчĕ: халăхăмăршăн чунтан тăрăшса вăй хунă ырă çыннăмăрсем çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр-çке! Акă, Д.Ф.Филимоновпа П.В.Васильев çинчен пĕлтерме манăн И.Я.Яковлевăн çырăвĕсемпе, таврапĕлỹçĕсен кĕнекисемпе усă курма тиврĕ. Вĕренекенĕсен аса илĕвĕсем, çырса хăварнисем çук вĕт.

Апла-и, капла-и, пирĕн, Вăрмарсен, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем (вĕсем - 23-ĕн) чăваш ĕçĕшĕн çунса Чăвашлăхшăн нумай ырă ĕç туса хăварнине манмалла мар.

В. ЦЫФАРКИН.



07 июня 2006
00:00
Поделиться