Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕтленекеннисем икĕ çунатлă

о Санăн çыннусем, район

Ĕмĕтленекеннисем икĕ çунатлă

Ĕçе хăй суйласа илнĕ, юратса пурнăçласа пыракан çыннăн чунĕ ĕçпе тулать пулĕ тесе шутлатăп. Çак сăмахсем Кивĕ Вăрмарти Зоя Ивановна Васильева пирки пыраççĕ. Эпир унпа район больницин терапи уйрăмĕнче ĕçлеме пуçласан паллашнă. Пысăк ĕмĕтлĕ, çирĕп тĕллевлĕ хĕрарăм вăл. Хăй пурнăçĕнче мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултараканскер. Ĕçре вара çав тери тирпейлĕ те сăпайлă. Терапи уйрăмĕнче сывалакансенчен те ырă сăмахсем кăна илтме пулать ун çинчен. Пĕрле ĕçлекенсем те кăмăллаççĕ ăна. Эпир вара Зоя Ивановнăпа пĕр татăк çăкăра та çурмалла пайлатпăр темелле. Мĕншĕн тесен нумай çул пĕрле ĕçлесе тăванран та тăванах пулса тăтăмăр. Амăшĕ - Анна Андреевна Зоя çамрăк чухнех чирлĕ пулнă. Тăтăшах ялти фельдшерпа акушер пунктĕнчен укол тума пынă ăна. Зоя каласа панă тăрăх: "Аннене питĕ хамăн сыватас килетчĕ. Тен çавна пулах чун медицина енне туртăнчĕ. Халĕ больницăра сывалса выртакан çынра ытларах анне чирленине куратăп. Çавăнпах та пулĕ кашни çын часрах сывалтăр тесе шухăшлатăп, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп", - тет сăпайлăн.

Кун-çул сукмакĕ таçта та илсе çитернĕ пулин те пурпĕрех Кавал хĕрĕ медицина работникĕ пулса тăнă. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнех.

Кивĕ Вăрмара качча тухса çемьере туслă пурăнаççĕ. Валерий Михайловичпа иккĕшĕ икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсен виçĕ мăнук. Пурнăç сукмакĕ пĕр тикĕссĕн пытăр тесен малалла сывлăхĕ кăна çирĕп пултăр.

Е. СОБОРОВА,
район больницин терапи уйрăмĕнчи
медицина сестри.



10 июня 2006
00:00
Поделиться