Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район пуçлăхĕ хушусем кăларнă

Район пуçлăхĕ хушусем кăларнă

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕсене пурнăçласа район пуçлăхĕ В.Кириллов хăйĕн хушăвĕпе 2006 çулта йывăçсем лартассипе тата хула, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе конкурс-смотр ирттерме йышăннă. Вăл 5 енĕпе иртĕ: хула, ял тăрăхĕсенче, организацисемпе предприятисенче, социаллă сферăри учрежденисенче, уйрăм çынсем пурăнакан вырăнсенче йывăç-тĕмсем лартса илем кĕртессипе тата кану кĕтесĕсем йĕркелессипе. Çак ĕçе туса ирттермеллине йĕркелесе пыма районти яваплă çынсенчен тăракан комисси туса хунă. Районти хула, ял тăрăхĕсем конкурса хутшăнма видео-фотоматериалсене тата ăнлантарса паракан çырусене комиссие 2006 çулхи августăн 10-мĕшĕччен тăратмалла.

х х х

Ĕç сыхлавĕн сферинче ĕçлекенсен ăсталăхне аталантарас тĕлĕшпе "Ĕç сыхлавĕн Вăрмар районĕнчи 2006 çулхи чи лайăх специалист" конкурс ирттерме йышăннă. Конкурса йĕркелесе ирттерсе ярассишĕн Вăрмар районĕнчи ĕç сыхлавĕн координаци канашĕ тата районти профсоюз комитечĕн координаци канашĕ Њкилĕшнĕ тăрăхЌ яваплă.

х х х

Инвалидсемпе чирлĕ çынсен умĕнче пирĕн яланах яваплăха туймалла. Çавăнпа та район территорийĕнчи социаллă çуртсене Њпурăнмалли, административлă, коммуналлă хуçалăх çурчĕсем, поликлиника, больница, аптека, ача-пăча сачĕсем, шкулсемпе ытти вĕренỹ заведенийĕсем, столовăй, кафе, ресторан, суту-илỹ вырăнĕсемпе магазинсем, спорт комплексĕ, стадион, культурăпа кану центрĕ, ытти культура учрежденийĕсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, авто тата чукун çул вокзалĕсемЌ кĕрсе тухма кирлĕ условисем туса памалла. Район администрацийĕн финанс пайĕн çак ĕçсене пурнăçлама районăн 2007-мĕш çулхи бюджетĕнче çителĕклĕ укçа-тенкĕ хывса хăвармалла. Йышăнăва вăя кĕртес тĕлĕшпе кирлĕ ĕçсене пурнăçласах пымалла.

Райадминистрацин информаци пайĕ.


10 июня 2006
00:00
Поделиться