Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Романтика" ачасен сассипе тулчĕ

"Романтика" ачасен сассипе тулчĕ

Акă вĕренỹ çулĕ те вĕçленчĕ. Ачасен çуллахи канăвне ăçта тата еплерех ирттересси кашни ашшĕ-амăшне хумхантарать. Пĕрисем тĕпренчĕкĕсене хулана е яла тăванĕсем патне ăсатĕç, теприсем хаклă путевкăсем туянса аякра вырнаçнă кану лагерĕсене ярĕç. Анчах та тăван кĕтесрен лайăхраххи, хамăр тăрăхра пĕçернĕ апатран техĕмлĕреххи çукки каламасăрах паллă ĕнтĕ. Таçти инçете кайиччен хамăр тăрăхра та пĕтĕм чунтан канса вăй-хал пухма пулать. Ăçта тетĕр? Сăмахăмăр Пысăк Енккасси çывăхĕнче вырнаçнă ачасен "Романтика" кану лагерĕ пирки. Илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Йĕри-тавра кайăк сассипе тулнă хыр вăрманĕ. Вĕри çанталăкра шыва кĕме пĕви те кунтах. Сиплĕ, уçă сывлăш тата! Ун çумне 5 хутчен апат çитернине, Шупашкара экскурсие кайнине, театра çитсе курнине, тĕрлĕ паллă çынсемпе курнăçнине, шыва сиплекен процедурăсене, кану каçĕсене, походсене шута илсен ашшĕ-амăшĕ хăйсен шăпăрланĕсене çийĕнчех "Романтика" кану лагерьне вырнаçтарма тăрăшĕ.

Çак кунсенче лагерь 50 ачана пĕрремĕш сменăна йышăнчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.



10 июня 2006
00:00
Поделиться