Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

В. Алендей ячĕллĕ конкурс

о Пултарулăх

В. Алендей ячĕллĕ конкурс

Хамăр ентешĕн, Чăваш халăх писателĕн Василий Степанович Алендейăн творчествăри пултарулăхне палăртса унăн ятне ĕмĕр асра тытас, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул çитнĕ май, хаçата çырса тăракансен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ, Раççей журналисчĕсен союзĕн пуçламăш организацийĕ тата райхаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕ В.С.Алендей ячĕллĕ премие çĕнсе илес енĕпе конкурс ирттерме палăртнă.

Конкурс тĕллевĕ çакăн пек: паллă Чăваш халăх писателĕн ырă традицийĕсене малалла тăсасси, журналистсен, хаçата çырса тăракан обществăлла корреспондентсен, хаçатпа çыхăну тытакан шкул ачисен творчествăлла пултарулăхне ỹстерсе пырасси. Премие чи лайăх поэмăсемшĕн, очерксемпе калавсемшĕн, тĕрленчĕксемпе сăвăсемшĕн параççĕ. Материалсен калăпăшĕ стандартлă икĕ хут листинчен ытла пулмалла мар. Конверт çине "Конкурса" тесе паллă тумалла.

Василий Алендей ячĕллĕ преми лауреатне хаçат редакцийĕпе Журналистсен пуçламăш организацийĕ пĕрле палăртаççĕ. Ку енĕпе ятарласа комисси йĕркеленĕ.

Конкурс итогне районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн юбилейĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Премие илме хутшăнакансен хаçатра пичетленнĕ чи лайăх прозăллă, сăвăллă çырнă литература произведенийĕсене хаçат редакцине тăратмалла. Кандидатсене пăхса тухнă чухне вĕсем çырнă произведенисен пĕлтерĕшне, жанрне шута илеççĕ.

Лауреат ятне илекенсене паракан преми сумми 500 тенкĕ пулать. Премипе пĕрле лауреата кăкăр çине çакмалли знак тата Диплом параççĕ. Ăна хаçат юбилейĕн кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура илĕç.

Премине тивĕçлĕ пулнă авторăн сăнỹкерчĕкне "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пичетлеççĕ.



10 июня 2006
00:00
Поделиться