Поздравление администрации Урмарского района с Днем работников текстильной и легкой промышленности
Районта çăмăл промышленость отраслĕнче ĕçлекен хисеплĕ те хаклă çынсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире професси уявĕпе - Çăмăл промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир продукци кăларас ĕçре хăвăрăн пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшса ĕçлени район экономикине аталантарас тата çирĕплетес тĕлĕшĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватпăр. Малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов