Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачана - васкавлă пулăшу

о Июнĕн 18-мĕшĕ - Медицина ĕçченĕсен кунĕ

Ачана - васкавлă пулăшу

Пирĕн ывăл Павлик Аслă Чак шкулĕнче 10 класран вĕренсе тухрĕ. Майăн 29-мĕшĕнче Энтрияль вăтам шкулĕ çумĕнчи районти çар ĕç комиссариачĕ районĕпе ирттерекен çар пуххинче стройра тăнă чухнех пуç çаврăннипе тăнсăр пулса çĕре ỹкнĕ. Юрать-ха çар пуххи ирттернĕ вăхăтра район пуçлăхĕ В.Кириллов пулнă. Вăл, медицинăн паллă ĕçченĕ, ачана пĕрремĕш пулăшу пачĕ. Киле килсен тепĕр кунтанах, майăн 30-мĕшĕнче, ача питĕ йывăр чирлесе ỹкнипе васкавлă пулăшу машинипе район больницине ăсатрăмăр. Малтанах ачана хирурги уйрăмне вырнаçтарнă. Унăн температура ỹссе кайнă, юн таппи чи аялти шая çитнĕ, пурăнас кун-çулĕ хăрушлăхра пулнă. Павликăн йывăр шăпи пирки информаци район пуçлăхĕ В.Кириллов патне çитнĕ. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăр телефонпа больницăри врачсемпе çыхăннă, квалификациллĕ медицина сĕнĕвĕсем парса ачана вилĕмрен çăлса хăварма пултарнă.

Вячеслав Николаевич çакăн пек пархатарлă ĕç тунăшăн эпир чун-чĕререн савăнатпăр.

Районăн йывăр лавне туртса пыма, патшалăхăн наци программисене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.

Алексейпе Валентина
ПАВЛОВСЕМ.
 
Пĕчĕк Енккасси ялĕ.


16 июня 2006
00:00
Поделиться