Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Химилле майпа

о Ял хуçалăхĕ

Химилле майпа

Хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтра пĕр чĕрчун та тĕлĕрмест, çав вăхăтрах çумкурăксем те. Хальхи вăхăтра уй-хирсенче çурхи ĕçсем вĕçленнĕ. Июнь пуçламăшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ культурăсене - 9020, çĕрулмине - 397 гектар çинче акса лартса хăварнă. Халĕ мĕн пуррине çумкурăксенчен, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхласа хăварас ĕç пырать. Вĕсене хирĕç тĕрлĕ гербицидсемпе усă курни çав тери вырăнлă. Çу пуçламăшĕ тĕлне пирĕн районта 1128,6 кг (л) гербицид туяннă. Вĕсенчен пĕрчĕллĕ культурăсем çинче усă кураканни "Гренч Д". Ăна "Банвел" - 227,1 л, "Дифезан" - 370 л, "Пума-супер - 7,5" - 195 л (хир сĕллине хирĕç) препаратсемпе усă курмалла. Çĕр улми çинче "Титус" пĕр гектар пуçне 50 грамм, "Зонтран" (1л/га), "Гезагард" (2л/га). Хальхи вăхăтра "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче çумкурăка хирĕç химилле майпа кĕрешсе пĕтернĕ. Вĕсем 1334 гектар çинчи çурхи тата 302 гектар кĕрхи культурăсене имçамланă. Çавăн пекех ку енĕпе "Шигали" хуçалăхăн ĕçĕсем аван пычĕç. Ку ĕçре С.Митрафанов, Ю.Иваншкин, Н.Софронов ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе "Шигали" хуçалăхăн агрономĕсем - В.Нарзаевпа В.Тапинов кашни çулах ку енĕпе тăрăшуллă.

"Родина", "Мир", "Агро-Владина" хуçалăхсемпе "Арабоси" агрофирма, "Сарабай" уйрăм хуçалăх гербицидсемпе усă курассипе малалла ĕçлеççĕ.

Н. СЕМЕНОВ,
ỹсен-тăрансене хỹтĕлес енĕпе
ĕçлекен районти станцин начальникĕ.



16 июня 2006
00:00
Поделиться