Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыркăмăллăх ан çухалтăр

Ыркăмăллăх ан çухалтăр

Шупашкарти "АККонд" уçă акционерлă обществăн продукцине республикăра пурăнакансенчен тутанса курманни çук, паллах. Ара кунта çулсерен 250 ытла тĕрлĕ кондитер изделийĕсем - канфет, шоколад, печени-пĕремĕк, вафли (пурне те асăнсан хаçатра вырăнта çитейменнине вулакан ăнланчĕ пулĕ) çулталăкне 20000 тонна яхăн - туса кăлараççĕ. Çак таварăн чылай пайĕ Раççейри ытти регионсене те саланать. Предприяти продукцийĕ яланах пысăк пахалăхпа палăрса тăрать. Анчах предприяти ертỹçисем пылак çимĕç кăларни çинче кăна чарăнса тăрасшăн мар - вĕсем анлă ыр кăмăллăх акцийĕсем те ирттереççĕ. Çĕнтерỹ кунне уявланă вăхăтра района унăн генеральнăй директорĕ В.Иванов килсе ветерансене ăшă сăмахсемпе саламласа парнесем панăччĕ. Сăмах май, Валерий Николаевича эпир хамăр ентеш теме те пултаратпăр. Хăй вăхăтĕнче унăн тăван ялĕ (халĕ Тăвай районĕ) Вăрмар район территорине кĕнĕ.

Акатуй кунĕнче вара хăнана "АККонд" представителĕсем çитрĕç. Ку хутĕнче те пушă алăпа килмен - районти ача-пăча тата çамрăксен пултарулăх çуртне компьютер тата унăн хатĕрĕсем, Арапуçĕнчи реабилитаци центрне хăйсен пылак продукцине парнелерĕç. Валерий Николаевич Вăрмар тăрăхĕпе малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме, яланах пулăшу пама пултарнине пĕлтерчĕç. Предприяти пуçлăхĕ ыр кăмăллăха малти вырăна тăратни чăннипех савăнтарать.

В. ТОЛМАТОВ.



16 июня 2006
00:00
Поделиться