Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Координаци Канашĕн анлă ларăвĕ

о Район администрацийĕнче

Координаци Канашĕн анлă ларăвĕ

Район администрацийĕнче предприяти, организацисен руководителĕсемпе ирттернĕ Координаци Канашĕн анлă ларăвĕнче ĕç сыхлавне предприятисемпе организацисенче мĕнле йĕркелесе пынине, республикăри ĕç паракан пĕрлешỹсен профсоюз организацийĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртнă. Анлă ларăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ О.Васильев, Чăваш Республикин суту-илỹ промышленноç палатин Президенчĕ И.Кустарин, Чăваш Республикин профсоюзсен канашĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен пай заведующийĕ С.Максимов хутшăннă. Çавăн пекех район администрацийĕ çумĕнчи ĕç паракансен канашне йĕркелемеллине те палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - вырăнти хăйтытăмлăх организацийĕсемпе предпринимательсене тачă çыхăнура ĕçлеттересси.

З. ПАВЛОВА.



16 июня 2006
00:00
Поделиться
;