Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăхлă çул-йĕршĕн

о Республика кунĕ умĕн

Пахалăхлă çул-йĕршĕн

Çулсене пурнăç артерийĕ теççĕ. Çакна вара ялта пурăнакансем уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Çуркуннепе кĕркуннехи ăмăр çанталăкра урамсем хушшинчи тасамарлăха, çăрăлчăка пĕлеççĕ. Çавăнпа та лайăх, пахалăхлă çулсемпе çỹрес тесен, ăна пăхса тăни кирлĕ. Шăпах çак ĕçе вара "Чăвашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕн районти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА çак предприятийĕн пуçлăхĕпе А.ПАВЛОВПА тĕл пулнă, хăш-пĕр ыйтусене хуравлама ыйтнă.

- Александр Витальевич, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чи паллă уяв - Республика кунĕ çывхарса килет. Эсир ăна мĕнлерех ỹсĕмсемпе кĕтсе илетĕр?

- Пирĕн предприяти 206 километр тăршшĕ çула тытса, пăхса тăрать. Çак шута республика пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти çулсем кĕреççĕ. 2006 çул валли республика пĕлтерĕшлисене 5 миллион та 881 пин, вырăнти çулсене пăхса тăма 1 миллион та 700 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 62 километр çул-йĕр Куславкка районне кĕрет. Çумăрта та, сивĕре те, çил тăман алхаснă вăхăтра та çул-йĕр хывакансем, юсакансем ĕçре. Пирĕн тĕп ĕç - çулсене юртан тасатасси, çулла вара юсасси, çĕннине хывасси. Çĕннине хывасси тенĕрен, иртнĕ çул районта республика пĕлтерĕшлĕ пысăк калăпăшлă ĕç - чукун çул урлă кĕпер хывасси пуçланчĕ. Çавна май республикăри тĕрлĕ строительство организацийĕсен ĕçченĕсем тата эпир çанă тавăрсах ку ĕçе тытăнтăмăр. 3,8 километр тăршшĕ çул тунă. Хальхи вăхăтра пирĕн рабочисем çула якатас, хытарас, ун çине хăйăр, вак чул хурассипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çул-йĕр çинче путăк-шăтăк ан пултăр тесе никĕсне лайăх тăвассипе те тăрăшаççĕ.

- Апла пулсан ĕç пахалăхне никам та тиркемест?

- Тĕрĕсех. Эпир асфальт тунă çĕрте пахалăха тĕпе хуратпăр. Кирлĕ техника çителĕклĕ пулни те ĕçе тĕплĕ тата хăвăрт тума пулăшать. Хальхи вăхăтра кунта 22 техника единици уйăрнă. Вĕсем пурте çул-йĕр тăвассипе ĕçлеççĕ.

- Ытти çĕрти пекех, çул-йĕр строительствинче те кадрсен ăсталăхĕпе ĕçченлĕхĕнчен нумай килет пулĕ?

- Кунпа, чăнах та, килĕшмесĕр тăма çук. Ĕç çăмăл мар пирĕн: ир-ирех пуçăнса, час-часах канăва пăхмасăр кун-каçа вăй хума тивет. Çын çул çине тухнă е кайнă тĕле тротуарсемпе çулсем такăр та чăрмавсăр пулччăр тетпĕр. Çулла та канăç çук руль умĕнче ĕçлекенсен: яра кун - иртен пуçласа каçчен çул çинче çичĕ хут тар кăлараççĕ. Акă ДУ-85 маркăллă техникăпа - М.Селиванов çула хытарать, И.Иванов, Б.Савельев, Н.Тимофеев, В.Коротков, Н.Иванов, В.Дисконтов, А.Павлов водительсем хăйăр, вак чул турттараççĕ. Çавăн пекех К-700 маркăллă тракторпа В.Александров, экскаваторпа - Н.Ручков, Н.Осипов, автогрейдерпа - В.Петров, бульдозеристсем - Н.Алексеев, В.Иванов, В.Васильев, Т-150 маркăллă тракторпа С.Николаев тата ыттисем яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

В.Разумов прораб, В.Московкин тĕп инженер та ĕçе тăрăшуллă йĕркелеççĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан пирĕн предприятире пурĕ 92 çын вăй хурать. Пурте хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ.



16 июня 2006
00:00
Поделиться