Поздравление администрации Урмарского района с Днем медицинского работника
Сывлăх хуралĕн хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсем, ветерансем!
Вăрмар район администрацийĕ сире уявпа - Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.
Эсир хăвăра шанса панă тивĕçе чун-чĕре хавалĕпе пурнăçлатăр. Пациентсен хуйхи-нушине çăмăллатассипе, канăç паман чир-чĕртен вăхăтра сыватассипе вăй-хала шеллеместĕр. Сирĕн пек пархатарлă çынсем пурнăçра пурри вăй-хăват парать.
Малашнехи пурнăçра пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов