Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăлсем çирĕп пулччăр

о Июнĕн 18-мĕшĕ - Медицина ĕçченĕсен кунĕ

Шăлсем çирĕп пулччăр

Алевтина Леонидовна Семенова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн стоматологи уйрăмĕнчен вĕренсе алла диплом илсен тỹрех районти тĕп больницăна ĕçлеме килет. Кунта вăл стоматологи уйрăмĕнче стоматолог-хирург пулса вăй хума тытăнать. Халĕ Алевтина Леонидовна - стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ.

"Пирĕн ĕçре пысăк тимлĕх, яваплăх кирлĕ. Унсăр пуçне психолог та пулмалла. Кирлĕ çынна вăхăтра пулăшу та памалла. Кунне 20-30 пациент йышăнатпăр. Шăл кăларма пĕрре те çăмăл мар. Хăшĕ-пĕрин вăл хăрнипе пайăн-пайăн калса тухать, теприн шăл ыратнипе туни шыçнă тата ытти те. Кун пек чухне чирлĕ çынна та йывăр. Çавăнпа эпир ăна лăплантарма, ыратнине ирттерме пулăшатпăр.

Çыннăн чи паха енĕ вăл - чире вăхăтра тупса палăртасси. Апла пулсан шăл чăтма çук ыратма пуçличчен тỹрех стоматологи уйрăмне кайса кăтартмалла. Ăна вăхăтра сиплесен шăлсăр тăрса юлас хăрушлăх çук", - тет А.Семенова.

З. ЕЛАКОВА.



16 июня 2006
00:00
Поделиться