Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шывпа тивĕçтеретпĕр

о Президент Указне - пурнăçа

Шывпа тивĕçтеретпĕр

Эпир, "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени ĕçченĕсем, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" Указа районта пурнăçа кĕртессипе анлăн ĕçлетпĕр. Çак Указапа килĕшỹллĕн республикăн тĕллевлĕ программине туса хатĕрленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, районти социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çавна май пирĕн учрежденинче вăй хуракансем предприятисемпе организацисене шыв кĕртессипе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекцийĕнче пахалăхлă шыв кĕртессипе тăрăшаççĕ.

В. РОМАНОВ,
тĕп инженер.



16 июня 2006
00:00
Поделиться