Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Упранакана Турă упрать

Упранакана Турă упрать

Çын е çут çанталăк вăйлă-ши пурнăçра? Кун пирки вĕçĕмсĕр тавлашма пулать. Анчах та çакă паллă - çуллахи шăрăх çанталăкра шыв, тĕрĕсрех каласан - шыва кĕме пĕлменни, этемлĕхе пысăк инкек кỹрет. Пирĕн республикăра кăна кашни çулах шывра 170 - 200 çыннăн пурнăçĕ татăлать. Раççейре пĕлтĕр çакна пула 17 пин çын ытла пурнăçпа сыв пуллашнă. Мĕнре-ха çак инкексен сăлтавĕ? Чи малтан - асăрханулăх кирли çинчен маннинче тата шыва кĕмелли йĕркене пăснинче. Эппин мĕн тумалла-ха?

Хальччен пулса курман çĕрте нихăçан та шыва кĕмелле мар, ишсе пыракан карапсем, моторлă кимĕсем патне çывăха та ан пырăр. Шывра выляни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Машина камерисемпе, вĕрсе хăпартнă шыва кĕмелли матрассемпе тарăн çĕре ишсе кĕни миçе çын пурнăçне татман пулĕ? Тата яланах çакна асра тытмалла - эрех ĕçнĕ çынна шыв уйрăмах юратмасть.

Умра - шăрăх кунсем. Çавăнпа та çỹлерех асăннă асăрхаттарусене ахальтен çырманнине яланах асра тытăр. Пурте пĕлетпĕр - упранакана Турă упрать.

В. ТАБАКОВ.



16 июня 2006
00:00
Поделиться