Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уявсем кĕрлерĕç ялсенче

Уявсем кĕрлерĕç ялсенче

ЭНĔШПУÇ. Юлашки çулсенче пирĕн пурнăçа ырă та лайăх йăла - ялсен уявĕ кĕрсе пырать. Кашни çулах ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ. Уява хутшăнма кăçал та тĕрлĕ çĕртен хăнасем йышлăн килсе çитрĕç. Çанталăкĕ те çынсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.

Пухăннисене Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов саламларĕ, ĕçре палăрнă çынсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Парнесем тенĕрен, çак уява ирттерме пулăшаканĕсенчен пĕри - "АККонд" УАО пулчĕ. Унăн представителĕ Б.Ананьев хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ, асăннă фирмăн генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ.

Ял халăхĕн кăмăлне çĕклеме Шупашкартан чăваш эстрада артисчĕсен пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсен хушшинче - Татьяна Хĕвел, Виталий Адюков, Светлана Печникова, Иван Шинжаев тата ытти те.

Энĕшпуçсем спортпа туслине çирĕплетсе тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç. Чи пултаруллисене, паттăрсене палăртрĕç. Ĕçлеме те, савăнма пĕлет ял халăхĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.

ÇĔНĔ ВĔРЕНЕР. Ял уявне паллă тăвасси Çĕнĕ Вĕренерсемшĕн йăлана кĕнĕ те ĕнтĕ. Кашни çул ăна анлăн паллă тăватпăр. Акă кăçал та халăх йышлă пухăнчĕ. Ял çыннисем кăна мар, аякри хăнасем, пирĕн тăрăхра çуралса ỹснĕ халĕ çĕр-шыври тĕрлĕ кĕтессенче пурăнакансем нумайăн килнĕ. Ял уявне Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов уçрĕ, пурне те çак праçникпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕн ял тата хула тăрăхĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист В.Нарсов Çĕнĕ Вĕренере уява пухăннисене саламларĕ, сăмах каларĕ. Çак праçнике ирттерме пулăшнă спонсорсем те саламларĕç. Пĕртăван Олегпа Николай Матвеевсем, А.Павлов, Н.Васильев, А.Порфирьев, Ю.Никитин, Ю.Дмитриев, Л.Алексеев, Г.Иванова, В.Жирнов тата пылак апат-çимĕç кăларакан "АККонд" фабрика та спонсорла пулăшу пачĕç. "Шигали" хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов та сумлă парне - тĕрлĕ тĕслĕ телевизор илсе килнĕ. Вăл ăна ял çамрăкĕсем валли культура çуртне парнелерĕ.

Уяв илемне вара Шупашкартан килнĕ чăваш çăлтăрĕсем илем кỹчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç: лашапа чупасси, кĕрешесси, канат туртасси тата ытти те.

Чылайччен савăнчĕ халăх. Каçалапа тин уявран саланчĕ.

А. ПАВЛОВА,
Çĕнĕ Вĕренерти культура
çурчĕн директорĕ.

КАВАЛ. Июнĕн 11-мĕш кунĕнче Кавалта ял уявĕ иртрĕ. Ирхине ирех халăх стадиона пуçтарăнчĕ.

11 сехет. Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уяв уçăлни çинчен пĕлтерсе курма килнисене саламлать, ял тăрăхĕнчи активистсене грамотасем парса чысларĕ, уява ирттерме пулăшнă спонсорсене тав турĕ.

Унтан Вăрмар районĕн администрацинчен килнĕ А.Михайлов райадминистраци пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе Кавалсене тата хăнасене уяв ячĕпе ăшшăн саламлать. "АККонд" УАО представителĕ С.Кириллов пухăннисене саламларĕ. Малашне Кавалсене вĕсен ĕçĕнче, пурнăçĕнче пулăшма шантарса каларĕ. Нумайăшне парнесем парса чысларĕ.

Сцена çинче музыка янраса каять. Шупашкартан килнĕ "Хавас" ансамбль артисчĕсем тухаççĕ. Ĕлĕкхи тата хальхи чăваш юррисене юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ шỹтсемпе тăраниччен култарчĕç. Кавалти художествăлла пултарулăх коллективĕ "Эревет" ушкăн та хăнасенчен кая юлмарĕ. Ушкăнра хамăр артистсем А.Стекольщикова, Г.Иванова, Н.Кузьмина, М.Табакова, Т.Григорьева.

Спорт вăййисем те иртрĕç. Спортсменсем волейболла, футболла вылярĕç, ăмăртса чупрĕç, сикрĕç, михĕсемпе "çапăçрĕç" тата ытти вăйăсем те вылярĕç.

Чи интересли вара - ирĕклĕ майпа кĕрешни. Миçе мăшăр тухмарĕ-ши кĕрешме? Пурте паттăра юласшăн. Анчах пĕрремĕш вырăна Киввăрмар каччи А.Алексеев çĕнсе илчĕ, хулпуççи çинче така çĕклесе кайрĕ.

Çак кунах ял уявĕ КИВĔ ВĔРЕНЕРТЕ те пулса иртрĕ. Уява ял администраци пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ, салам сăмахĕ каларĕ. Район пуçлăхĕ ячĕпе Кив Вĕренерсене, хăнасене Н.Васильев саламларĕ. "АККонд" фирма ячĕпе С.Кириллов сăмах тухса каларĕ, вăрçă ветеранĕсене парнесем пачĕ.

Унтан Шупашкартан килнĕ "Хавас" ансамбль артисчĕсем, Вăрмарти Культура çурчĕ çумĕнчи "Парне" ансамбль артисчĕсем концерт лартса пачĕç.

Спорт вăййисем те иртрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе А.Иванов паттăра юлчĕ. Йĕркелỹ комитетне уява йĕркелесе ирттернĕшĕн Кивĕ Вĕренерсем ăшă сăмахсем каларĕç.

Хальхи йывăр вăхăтра та çакăн пек хаваслă уява хатĕрлесе ирттерме пулăшнă ялăн хастар çыннисене чĕререн тав турĕç.

Кивĕ Вĕренер ялĕ Тутар республикин чиккинче вырнаçнă май ял уявне яланах тĕрлĕ наци çыннисене пуçтарать. Кăçал та уйрăмлăх пулмарĕ. Уяв лапамĕ çийĕн чăваш, тутар, вырăс сăмахĕсем янăрарĕç.

В. ТУРТУШОВ.



16 июня 2006
00:00
Поделиться