Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çырав умĕнхи вĕренỹ

Çырав умĕнхи вĕренỹ

Район администрацийĕнче агропромышленность ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри 2006 çулхи ял хуçалăх çыравне ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен ыйту пăхса тухнă. Çавăн пекех çак отрасльти тĕп специалистсемпе ятарласа ял хуçалăх çыравĕ ирттерес енĕпе вĕрентỹ пулнă, видеофильм курнă.

Чи малтанах районта ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕн заместителĕ - райадминистрацин экологи тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Петров тухса калаçнă. Çак çырава хатĕрленсе районта мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăйĕн Е.Терентьеван калаçăвĕ те çỹлте асăннă ыйтусем таврах пычĕ.

Районта çĕр комитечĕн тĕп специалисчĕ В.Кузьмин ял хуçалăхĕсенчи çĕрсене тĕрĕс шута илмелли пирки чарăнса тăчĕ.

Видеофильм курнă май пухăннисем тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç. Районта Пĕтĕм Раççейре ял хуçалăх çыравĕ умĕнхи мероприятисене вăхăтра та тĕплĕ ирттермеллине палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



23 июня 2006
00:00
Поделиться