Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасен çуллахи канăвĕ

Ачасен çуллахи канăвĕ

Çуллахи вăхăтра ачасен сывлăхĕсене çирĕплетес, вĕсен канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе 2006 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче тухнă 215 номерлĕ Постановленипе килĕшỹллĕн районти социаллă страховани фончĕ районти тата Куславккари бюджет организацийĕсенче вăй хуракансен ачисем валли (152 ачана) пурĕ 654 пин тенкелĕх путевка пама палăртнă. Ку енĕпе 3 енлĕ килĕшỹ туса алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне шкул çумĕнче йĕркеленĕ ĕçпе кану лагерĕсене çỹрекен 300 ачана апатлантарма 221 пин тенкĕ уйăрнă.

Хальхи вăхăтра ачасен сывлăхĕсене çирĕплетекен "Романтика" лагерь 50 çынна йышăннă та. Шкулсен çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсене 175 ача çỹреççĕ.

М. АВЕРЬЯНОВА,
районти социаллă страховани фончĕн уполномоченнăйĕ.


23 июня 2006
00:00
Поделиться