Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Агитбригада çула тухрĕ

Агитбригада çула тухрĕ

Çырава ăнăçлă ирттерсси ялта пурăнакансем мĕнле ăнланнинчен те килет. Çавăнпа та июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен Росстат куçса çỹрекен агитаци пункчĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсен ушкăнĕ Арапуçпа Мăнçырма ялĕсенче пулса пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, Чăваш Республикин филармони артисчĕсем концерт кăтартрĕç. Вĕсемпе пĕрле пирĕн районта ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕн заместителĕ Л.Петров пулчĕ, тухса калаçрĕ.

Н. ШИШКИНА,
райадминистрацин специалисчĕ.


23 июня 2006
00:00
Поделиться