Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иоанн Предтеча алли - Чăваш Енре

о Республика кунĕ умĕн

Иоанн Предтеча алли - Чăваш Енре

Иоанн Предтеча алли (десници) - Христос тĕнĕн чи сăваплă япалисенчен пĕри. Июнĕн 19-21-мĕшĕсенче сăваплă япалана Шупашкара илсе çитернĕ. Хула аэропортĕнче ăна ЧР Президенчĕ Николай Федоров мăшăрĕпе, ЧР Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ Э.Аблякимов, Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Емельянов тата ыттисем кĕтсе илнĕ. Унтан Иоанн Предтеча аллине Республика лапамне илсе çитернĕ, каярах Христос çуралнине чысласа лартнă храм умне вырнаçтарнă, чаплă молебен ирттернĕ. Июнĕн 21-мĕшĕнчи ирччен вăл Введени чиркĕвĕнче пулнă. Сăваплă япала умĕнче пиншер-пиншер çын пуç тайнă.



23 июня 2006
00:00
Поделиться