Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăххипе асра юлтăр

Лайăххипе асра юлтăр

Шкул ачисем тахçанах кĕтнĕ тапхăр - çуллахи каникул пуçланчĕ. Çавна май общественноçпа ашшĕ-амăшĕсем умне те сахал мар ыйтусем тухса тăраççĕ. Пĕрисем хуларан яла талпăнаççĕ. Çапла вара ялта çамрăксен йышĕ татах та ỹсет. Хăш-пĕр ялсем витĕр асфальтлă çулсем те иртеççĕ. Кунта вара водительсен те, çакăнта пурăнакансен те уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пĕчĕккисен çул хĕрринче выляма юрамасть.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те асрах тытмалла. Каçсерен клубсемпе культура çурчĕсене çỹрекенсем хушшинче эрех-сăрапа иртĕхекен ачасем те тĕл пулма пултараççĕ. Çавнашкаллисенчен пăрăнăр. Вăрттăн хаяр шĕвекпе е наркотикла япаласемпе ашкăнни ырри патне илсе çитермест: пĕр енчен сывлăха хавшатать, тепĕр енчен - хăвăрăн çутă пуласлăха хăрушлăха кĕртсе ỹкерет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене çирĕп контроллесе тăрасчĕ, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленесчĕ. Кайран чавса çывăх та çыртма çук тенĕ пек килсе ан тухтăр.

В. АНАНЬЕВА,
районти ШĔП çул çитмен
ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ.


23 июня 2006
00:00
Поделиться