Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр-шыв çине хуçа куçĕпе пăхмалла

о Паян Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ

Çĕр-шыв çине хуçа куçĕпе пăхмалла

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Июлĕн 1 - 25-мĕшĕсенче - ял хуçалăх çыравĕ. Ку яваплă тапхăра пурин те хутшăнмалла, мĕншĕн тесен ял хуçалăхĕн, çĕр ĕçченĕн малашнехи пурнăç çыравран та нумай килĕ. Хамăр правасене хỹтĕлесси те унтанах пуçланĕ. Çырав вăхăтĕнче вырăнта пурăнакансенчен нимĕнех те ытлашши кирлĕ мар - çырав хучĕсенчи ыйтусем çине хуравласси кăна. Сирĕн килĕрсене ятарласа уйăрнă çыравçăсем çỹрĕç. Вĕсем çырав вăхăтĕнче сарă тĕслĕ карттуспа тата хутсене чикмелли хура сумккапа пулĕç. Вăрмар поселокĕнче ял хуçалăх çыравне ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ, вĕсем çула тухма хатĕр. Хамăр пурнăç хамăр алăра, çĕр-шыв çине хуçа куçĕпе кăна пăхмалла.

КИВĔ ВĂРМАР. Ял тăрăхĕнче çырава тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕ, малта - ăна йĕркеллĕ ирттерсе ярасси. Çак ĕçе йĕркелеме тăватă çыравçă уйăрнă. А.Федоровăн, Н.Матвееван, А.Семеновăн, Е.Иванован паян хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. Кашни çĕр ĕçченĕ патне çитсе çырав хучĕсенчи ыйтусем çине туллин хуравласси. Ку вăхăта та нумаях тытмасть, сиен те кỹмест. Çавăнпа та çырава кашни çыннах яваплăха туйса хутшăнни авантарах, мĕншĕн тесен ял халăхĕ çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартни патшалăх енчен пулăшу илме те пулăшĕ. Çапла пуласса шанасах пулать.

КĔЛКЕШ. Паянхи ялсем йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕç тесен те тĕрĕсех. Йĕри-тавра сухаламан çĕр, ял урамĕсенче çын çỹллĕш çум-курăк кашласа ларать, уй-хирсенче кĕçех хăй тĕллĕн ĕрчесе йывăçсем ỹсме пуçлĕç. Çакăн пек ỹкерчĕк пурнăçа ан килтĕр тесен пысăк пĕлтерĕшлĕ çырава активлă хутшăнмаллах. Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен ялсенче те ку мероприятие хатĕрленсе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттернĕ. Кĕлкеш, Тупах, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсенче пĕрер çыравçă: Ю.Семенова, Е.Трофимова, Е.Краснова, Е.Сергеева. Вĕсем паян çула тухрĕç, ял хуçалăх çыравĕ ăнăçлă иртессе шанаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА,
ял хуçалăх çыравне ирттерес
енĕпе ĕçлекен районти
комисси членĕ.



01 июля 2006
00:00
Поделиться