Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çак кун нихçан асран ан тухтăр

о Ас тăвăм

Çак кун нихçан асран ан тухтăр

Июнĕн 22-мĕшĕ пирĕн çĕр-шыв историйĕнчи чи хурлăхлă кун. Шăп та лăп 65 çул каялла ирсĕр нимĕç фашисчĕсем Совет Союзне хирĕç этемлĕх аталанăвĕнчи чи хаяр вăрçа пуçарса янă та. Çак ахăр саманара çĕр-шывĕпе миллион-миллион, республикипе вунă-вунă пин, районĕпе пин-пин çын пуçне хунă. Мĕн чухлĕ çыннăн телейĕпе шанчăкне татнă вăл!

Фронтра вилнисене асăнса, тылра юлнисен сывлăхне хавшатса çỹçĕсене шуратнă пур çынна та асра тытса çак кун Вăрмар поселокĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Ăна Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ, унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах илчĕ. Вячеслав Николаевич, ун хыççăн тухса калаçнă районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, вăрçăпа тыл ветеранĕсем В.Андреев, Н.Сапаркин, В.Терентьев, А.Ильина, Е.Федотова çĕнтерỹ мĕнле йывăрлăхпа туптанни çинчен каларĕç.

Хурлăхлă митинг районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умне чечек çыххисем хунипе вĕçленчĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



01 июля 2006
00:00
Поделиться