Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнчĕ халăх, шăранчĕ юрă

о Ял уявĕсем

Савăнчĕ халăх, шăранчĕ юрă

ХĔРЛĔÇЫР. Ял уявĕ - Теветей нумайăшĕн асĕнче чылайлăха юлĕ. Кĕтне çийĕн хаваслă кĕвĕ çемми инçене сарăлчĕ. Акă, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Черкасов уяв пуçланни çинчен пĕлтерет, çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕсемпе паллаштарать. Унтан район администрацийĕн ял тăрăхĕсемпе ĕçлекен тĕп специалистне В.Нарсова сăмах парать. Валерий Иванович район пуçлăхĕ В.Кириллов Хĕрлĕçыр халăхне уяв ячĕпе саламлани çинчен пĕлтерсе çав çырупа паллаштарать. Район пуçлăхĕ ячĕпе А.Сапаркин тата В.Иванов ертсе пыракан фермерсен хуçалăхĕсенчи хастар ĕçченсене парнесем парать. Уява пухăннисене çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Тикаш ял Совечĕн председателĕнче нумай çул тухăçлă ĕçленĕ Я.Петров ăшшăн саламлать, ăнăçусем сунать.

Часах спорт ăмăртăвĕсем пуçланаççĕ. Çамрăксем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ спорт тупăшăвĕсенче кăтартрĕç: çуран чупрĕç, алă вăйĕ виçрĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, турник çинче туртăнчĕç, волейболла вылярĕç тата ытти спорт вăййисене хутшăнчĕç. Праçник кĕрешỹ паттăрĕсемсĕр епле ирттĕр-ха. Чи вăйли, пултарулли вара Шупашкартан килнĕ спорт мастерĕ С.Чернов (амăшĕ Ольга Аверьяновна Хĕрлĕçырсем) пулчĕ, чи пысăк парнене тивĕçрĕ.

Шупашкартан килнĕ артистсем праçник курма пухăннисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.

ТУПАХ. Йăлана кĕнĕ тăрăх мĕн авалтанах Тупахра "Тупах вăййи" пулнă. Вăл 1945 çултах пуçланса кайнă, унтанпа ăруран ăрăва куçса пырать. Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха Кĕлкеш ял тăрăхĕн çамрăкĕсем, ватти-вĕтти, хăнасем савăнчĕç уявра. Вăл Раççей Çамрăкĕсен тата Республика кунĕсемпе пĕр килет. Чи малтанах Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов праçник пуçланнине пĕлтерсе пухăннисене саламларĕ. Тăрăшуллă çамрăксемпе ĕçчен çынсене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем пачĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев саламларĕ, асăнмалăх парне, тав хучĕпе Хисеп грамоти пачĕ. Уявра çавăн пекех Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ В.Львов, СССР спорт мастерĕ В.Гордеев, район Пухăвĕн депутачĕ, Кĕлкешри вăтам шкул директорĕ Ю.Данилов, Тупахра çуралса ỹснĕ Т.Афанасьева профессор тата ыттисем салам сăмахĕсем каларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев ячĕпе Тупах клубне çамрăксем валли музыка центрĕ парнелерĕç. "Савăнăç" эстрада ушкăнĕ концертпа савăнтарчĕ. Уявра тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç.

Э. МАЛЕНКОВ.

ШУТНЕРПУÇ. Республика кунне халалласа "Шутнерпуç таппи" ял уявĕ иртнĕ. Ăна иртнĕ çул кăна пуçарса янă. Чи малтан Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев пухăннă халăха саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе унăн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев саламланă, ялти клуб заведующине И.Ефремова тав çырăвĕ панă. Район Пухăвĕн депутачĕ З.Григорьева çак уява пуçаракансене тав тунă, спорт мероприятийĕсем те пулнă. Ăмăртура çĕнтернисене асăнмалăх парнесем панă. Парнесем пама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев тата "Агро-Владина" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Петров пулăшнă.

Н. ШИШКИНА.



01 июля 2006
00:00
Поделиться