Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăнăçлă пуçланчĕ

о Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ

Ăнăçлă пуçланчĕ

Июлĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейре ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Ку çырав ялта продукци туса илекен пур отрасле те пырса тивет. Çырава эпир тимлĕ хатĕрлентĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама пирĕн районта 1 уполномоченнăй, 2 участок заведующийĕ, 12 инструктор тата 73 çыравçă çирĕплетнĕ. Кашни çыравçă хăйĕн объекчĕсемпе малтанах паллашса, вĕсене тĕрĕслесе тухнă, ку енĕпе йывăрлăхсем пулмалла мар. Çырав пуçланнă кун 2Џ çырнă, иккĕмĕш кунне 6Џ пулнă. Ку ĕç малашне тивĕçлипе йĕркеленсе каясса шанатпăр. Кĕтеснер, Тикаш ял тăрăхĕсенче пулса кашни кун çỹренĕ хутсене тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсене палăртнă.

Е. ТЕРЕНТЬЕВА,
районта çырав ирттерекен уполномоченнăй.


05 июля 2006
00:00
Поделиться