Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Хĕрлĕ автан" çунаттине касар

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

"Хĕрлĕ автан" çунаттине касар

Пушарсем алхасни чылай чухне вĕсене малтанхи тапхăрĕнчех сỹнтерме пуçламанран килет. Çакна тума вара тĕрлĕ сăлтавсем чăрмантараççĕ. Чи пĕрремĕшĕ вĕсенчен - урамра тĕрлĕ япаласем купаласа хунине пула кил-çуртпа хуралтăсем патне пушар машинисем пырса кĕрейменни. Çавăнпа та çуртсем умне яланах таса тытса тăмалла, пỹрт чартакĕ çинче çунма пултаракан япаласене хумалла мар. Кашни килтех огнетушитель, пушар сỹнтермелли пĕрремĕш хатĕрсем - пуртă, пакур, çурт умĕнче хăйăр ещĕкĕ тата çуллахи вăхăтра шыв пички - пулмалла. Килтен тухса кайнă чухне телевизора, ытти электроприборсене сỹтернипе сỹнтерменнине пăхăр, электричество проводисене вăхăтра улăштарса тăрăр. Кăмакасем яланах юсавлă пулччăр, мăрьесен штукатурки мĕнле пулнине те пăхсах тăрас пулать. Йывăç турачĕсем электричество провочĕсенчен 1 метртан çывăхрах ан пулччăр, çавăнпа та вĕсене кассах тăмалла.

Çапла вара "Хĕрлĕ автан" çунаттине касасси питĕ нумай чухне хамăртанах килет.

В. МОРОЗОВ,
Вăрмарти пушар хуралĕн инструкторĕ.


05 июля 2006
00:00
Поделиться