Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Икĕ уяв пĕрле

о Ифраструктура

Икĕ уяв пĕрле

Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пĕр вăхăтра икĕ уяв пулчĕ. Пĕри - тахçантанпах кĕтнĕ асфальтлă çул Кĕлкеш шкулĕ умне çитни, тепри - ял уявĕ.

Паянхи куна илсен ялсемшĕн чи пысăк проблема вăл - япăх çулсем. Çак таранччен Кĕлкеш ялне "Вăрмар - Тупах" асфальтлă çул хĕрринчен çитме мĕн тери йывăр пулнине пур шкул ачи те, кашни кун ĕçе çỹрекен çын та питĕ лайăх пĕлет, мĕншĕн тесен яла çитме те, шкула кайма та пылчăк çăрма тивнĕ. Çавăн пекех харпăр хăй машинипе кĕрсе тухма та çăмăлах пулман. Халĕ акă çак йывăрлăха район администрацийĕпе "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕ, районти юсавпа строительство управленийĕ кĕске хушăрах татса пачĕç. Шăрăх кунсенче вĕри асфальт çинче хĕрỹ ĕç пычĕ. Ял уявĕ тĕлне çак çула официаллă лару-тăрура уçрĕç. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев, райадминистрацин социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, çамрăксен политикин тата вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов, район Пухăвĕн депутачĕ Ю.Данилов, районти строительство управленийĕн пуçлăхĕ Л.Павлов, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Николаев тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Вĕсене чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа Кĕлкешсен сăрипе кĕтсе илчĕç.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов çак ял тăрăхĕн çыннисене пĕлтерĕшлĕ мероприятипе - яла асфальтлă çул çитнипе саламларĕ. Çак çул яла мĕнле çитни пирки каларĕ. Ял халăхне ырлăх-сывлăх сунчĕ. Хĕрлĕ хăю каснă май яла аталантарас енĕпе татах та пысăк ĕçсем пурнăçламаллине палăртрĕ. Тепĕр кунне Кĕлкешре ял уявĕ кĕрлерĕ. Çанталăкĕ лайăхах пулмарĕ пулин те ял халăхĕн кăмăлне пăсаймарĕ.

Саламлама район пуçлăхĕ В.Кириллов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев, бокс енĕпе Тĕнче чемпионĕ В.Львов тата ыттисем те килнĕ. Пурте ял уявне пухăннисене саламларĕç, ырă сăмахсем каларĕç, ĕçре ỹркенменнисене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем пачĕç.

Шупашкар артисчĕсем концертпа савăнтарчĕç. Уяв ăнăçлă иртрĕ. Спортпа интересленекенсем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕç. Суту-илỹ, шашлăк пулчĕ. Чылайччен савăнчĕç ял тăрăхĕнче пурăнакансем.

А. НИКОЛАЕВА.



05 июля 2006
00:00
Поделиться