Поздравление администрации Урмарского района с Днем образования чувашской милиции
Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Вăрмар район администрацийĕ сире уявпа - Чăваш Енре милицие йĕркеленĕ кун ячĕпе ăшшăн саламлать.
Çĕр-шыври хальхи кăткăс лару-тăру саккунлăха пăхăнас, преступление хирĕç кĕрешес енĕпе шалти ĕçсен органĕсен пур сотрудникĕсене те çынсене ырă тăвассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вăй хума хистет. Çакă вара нумай чухне хăрушлăхпа çыхăннă.
Эсир хăвăрăн тивĕçĕрсене чыслă пурнăçласа пырасса, халăха хăвăр панă тупана асрах тытасса шанатпăр. Сире çирĕп сывлăх, çăмăл мар хĕсметре чăтăмлăх, çитĕнỹсем, çемьере телей сунатпăр.
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов