Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнỹ ял хуçалăхĕнчен пуçланать

о Çул çỹрев

Çитĕнỹ ял хуçалăхĕнчен пуçланать

Çĕр ĕçĕпе ĕçлесе ỹснĕ çынсене ял хуçалăх шăпи пăшăрхантаратех ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра ку енĕпе ырă улшăнусем сахалах мар пулчĕç. ЧР Президенчĕ Н.Федоров агропромышленноçа аталантарасси, ял хуçалăхне çамрăк кадрсене ĕçе вырнаçтарасси пирки те Указсем кăларчĕ. Наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхне аталану çулĕ çине тăратма пуçларĕç, укçа-тенкĕ кердитла парса пулăшаççĕ. Ку вăл пирĕн районта та палăра пуçларĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех харпăр-хăй хуçалăхне аталантарас, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес текенсем йышлă. Ял халăхĕн шухăшĕпе "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов та килĕшни палăрчĕ унта çитсе курсан, мĕншĕн тесен кондитер изделийĕсене туса кăларасси те ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продуктсемпех çыхăннă. Вĕсен чи анлă шухăшĕ те - ял хуçалăхне аталантарасси.

А. НИКОЛАЕВА.



08 июля 2006
00:00
Поделиться