Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш Республикин чемпионатĕнче

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Чăваш Республикин чемпионатĕнче

Районта шоссе çинче велосипедпа чупассипе республикăра мала тухассишĕн республика чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисемпе Патăрьел тата Вăрмар районĕсен спортсменĕсем 100 çын ытла хутшăннă. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем стартран уйрăммăн тапранса кайнă.

10 километрлă дистанцире 1994 - 1995 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене С.Ивановпа (Энĕшпуç) Г.Григорьев (Вăрмар поселокĕ) йышăннă. Хĕрачасенчен М.Семенова çĕнтернĕ.

1992-1993 çулсенче çуралнисенчен 15 километрлă дистанцире спорт мастерĕн кандидачĕ Р.Вотяков (Мăнçырма)мала тухнă.

Çак дистанцирех аслăрах ушкăнри арçын ачасенчен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Герасимовпа С.Борисов спорт мастерĕсем пайланă. (Малтанхи тренерĕ В.Сидоров) пулнă.

1988 - 1989 çулсенчи арçын ачасем 20 километрлă дистанцире тупăшнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен А.Саминов (Çĕнĕ Шулхан) пĕрремĕш пулнă. (Малтанхи тренерĕ В.Семенов).

Арçынсем 25 километра чупнă. С.Пудриков спорт мастерне (малтанхи тренерĕ В.Сидоров) нихăшĕ те хуса çитеймен.

Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕ те çивĕч кĕрешỹрĕ иртнĕ. Пирĕн спортсменсем ăсталăхпа палăрнă.

Виççĕмĕш кунĕнче республика чемпионатне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов, социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова, республикăри велосипед спорчĕн Федераци президенчĕ А.Филиппов тата ыттисем саламланă.

Часах ăмăртусем пуçланнă. Çивĕч кĕрешỹре тĕрлĕ дистанцисенче хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене - А.Алексеев (Энĕшпуç), М.Семенова (Вăрмар поселокĕ), А.Саминов (Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен (Çĕнĕ Шулхан), иккĕмĕш вырăнсене С.Иванов (Энĕшпуç), К.Романова (Мăнçырма), виççĕмĕшне Г.Григорьев (Энĕшпуç), А.Кохнуров, С.Пудриков (Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекенсем, Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илнĕ.

Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе наградăланă, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

А. ХОВАНСКИЙ.



08 июля 2006
00:00
Поделиться