Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ытлашши хапсăннăшăн

о Çын тата саккун

Ытлашши хапсăннăшăн

Кăçалхи мартăн 21 тата апрелĕн 12-мĕшĕсенче районти пĕр муниципаллă унитарлă ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсенчен коллективлă çăхав килчĕ. Район пуçлăхĕпе прокурор хушнипе çак предприятин администраципе хуçалăхăн ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ. Çапла вара предприяти руководителĕн çитменлĕхĕсене тупса палăртнă. Йĕркене пăснă çав тĕслĕхсемшĕн вăл уголовнăй майпа явап тытма тивĕç. Тĕрĕслỹ результачĕсем тăрăх прокуратура тата районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕ руководитель пирки преступлени тунă 4 факт пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра асăннă предприяти руководительне преступлени тунăшăн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 160 статйин 3-мĕш пайĕпе тата 201 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплама лекет. Предприяти руководителĕ пулнă май, хăйĕн ĕç укçи çумне хушса 50 процент хушăм укçа илнĕ, мăйракаллă шултра выльăхсене тата сыснасене никамран ыйтмасăр сутнă. Тунă преступленисемшĕн предприяти руководительне Уголовнăй Кодексăн санкцийĕсемпе килĕшỹллĕн 6 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Малтанласа тĕпчесе пĕлнин интересĕсемшĕн предприяти тата руководитель ячĕсене палăртмаççĕ.

О. КУЗЬМИН,
районти шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ.


08 июля 2006
00:00
Поделиться