Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратнă хаçата кĕтеççĕ

о Ыран - Раççей почтин кунĕ

Юратнă хаçата кĕтеççĕ

Кăçалхи çула Раççей Президенчĕ В.Путин Ыркăмăллăх çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ март уйăхĕнче ыркăмăллăх çулталăкне старт пачĕ. "Ырă кỹрер" акци ирттересси çинчен пĕлтерсе кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат çырăнтармалли кампание активлă хутшăнас тĕлĕшпе предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене, предпринимательсене, ырă кăмăллă çынсене ĕç коллективĕсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене, шкулсене, культура учрежденийĕсене район хаçатне çырăнса пама чĕнсе каларĕ.

Калас пулать, çак чĕнĕве чылай пуçлăхсем ырласа йышăнчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашметалл" УАО генеральнăй директорĕ Л.Григорьев вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсене район хаçатне 100 экземпляр çырăнса парса пархатарлă ĕç турĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе "Шоркистринский" кооператив, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн дирекцийĕсем (директорĕсем Н.Петров, И.Иванов, В.Васильев) ĕç коллективĕсене, "Арабоси" агрофирма (Г.Тимофеев) ялти вăтам шкулти кашни класа район хаçатне çырăнса пачĕç.

Чăвашпотребсоюз канашĕ сĕннипе республикăри кашни лавккарах хаçат-журнал пулмалла. Çавна шута илсе райпо (канаш председателĕ К.Никитин) кашни лавккана тенĕ пекех "Хĕрлĕ ялавпа" тивĕçтерчĕ.

Элеватор (В.Александров), МУ УЖКХ (В.Иванов), техника инвентаризацийĕн бюровĕ (Н.Веселовский), Пенси фончĕ (Г.Усков) альтернативлă подписка йĕркелерĕç.

Ырă ĕçшĕн вĕсене тав тăватпăр. Çакна палăртма кăмăллă: "Хĕрлĕ ялав" вулакансен юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Кашни çырăнтару кампанийĕнчех унăн тиражĕ ỹссе пырать. Халĕ ăна 2400 çын ытла илсе тăрать.

Иртнĕ çырăнтару кампанийĕнче район хыпарçине кашни киле çитерес тĕлĕшпе районти почтамт начальникĕ А.Ефремов, хаçат-журнал сарас енĕпе ĕçлекен оператор В.Лаврентьева, нумай çыхăну уйрăмĕсен начальникĕсемпе почтальонсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла.

Пытарма кирлĕ мар, пирĕн ĕçре çитменлĕхсемпе кăлтăксем те тĕл пулаççĕ-ха. вулакансем пулăшнипе эпир вĕсене пĕтерсе пыма тăрăшатпăр.

Кăçал районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат тухма пуçланăранпа 75 çул çитет. Çавăнпа вулакансен юратнă хаçачĕ кашни çемьерех сĕтел çинче пултăр.

П. АЛЕКСЕЕВ,
районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ.


08 июля 2006
00:00
Поделиться