Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалласа

о Велочупу

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалласа

Пирĕн районта Шупашкарти Атăлçи институчĕн тĕн вĕрентĕвĕн (религиоведение) кафедринче вĕренекенсен 30 çынран тăракан агитбригада ушкăнĕ пулчĕ. Вĕсен йышĕнче 17 велосипедист.

- Пирĕн тĕллев, - терĕ студентсен ушкăнĕн руководителĕ Владимир Павлович Цап, - Н.Федоров Президентăн "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçа кĕртесси. Эпир кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче çула тухрăмăр, республикăри кашни района тенĕ пекех çитсе куратпăр, калаçу ирттеретпĕр, концерт кăтартатпăр.

Район центрĕнчи стадионăн сцени çинче В.Цап преподаватель Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ воспитани ĕçĕнче кашнин пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни çинчен каласа кăтартрĕ, çамрăк хĕрсемпе каччăсем тĕп юррисене шăрантарчĕç

Тепĕр кунне хăнасем Куславкка районне çул тытнă. Шăматкун вара вĕсене Шупашкарта кĕтсе илнĕ.

А. ИЛЬИН.



12 июля 2006
00:00
Поделиться