Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акатуй кĕр! кĕрлерĕ

о Ял уявĕсем

Акатуй кĕр! кĕрлерĕ

Иртнĕ вырсарникун Мăнçырмасем Акатуйĕнче савăнмаллипех савăнчĕç. Çапла пулмасăр, ăна çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерме ялтан тухнă, тăван киле тăтăшах килсе çỹрекен ентешсем спонсор пулса пулăшрĕç. Кунĕ те ятарласа тенĕ пекех уяр тăчĕ. Çавăнпах пулĕ халăх нумай пухăнчĕ.

Уява Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов уçрĕ, район пуçлăхне В.Кириллова сăмах пачĕ.

- Мăнçырмасем ĕçлеме кăна мар, лайăх канма та пĕлеççĕ. Паянхи уявра ĕçпе чапа тухнă ветерансене хисеплени вĕсемшĕн пысăк чыс Сире пурне те малашнехи пурнăçра ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатăп, - терĕ В.Кириллов.

Унтан вăл ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Семенова ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Пухăннисене "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ М.Иванов саламларĕ, парнесем пачĕ.

Ялти Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене В.Павлов спонсор парнесем парса чысларĕ.

Ю.Федоров спонсорăн парнисем те сумлă пулчĕç. Вăл шкулти ача садне шыва кĕмелли бассейн тата нумай ачаллă Р.Гурьевсен çемйине тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор пачĕ.

Ял тăрăхĕнче кăçал 8 ача çуралнă. Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе вĕсене кашнине парнепе чысларĕç. Такапа тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора С.Павлов кĕрешỹçĕ тивĕçрĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Шупашкар артисчĕсем концертпа савăнтарчĕç.

Ю. КАЗАКОВА,
Мăнçырма ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Июлĕн 8-мĕшĕнче ял уявĕсем Эçпепе тата Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенче пулнă.

Уявсене Кĕтеснер тата Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Даниловпа И.Семенова уçнă.

Праçник ячĕпе ял ĕçченĕсене, ветерансене, хăнана килнĕ çынсене район пуçлăхĕ В.Кириллов саламланă. "АККонд" уçă акционерлă обществăн представителĕ ялсенчи хастар çынсене, нумай ачаллă çемьесене пылак парнесем панă.

Ял халăхĕсем концертсем курса савăннă.

В. ВАСИЛЬЕВ.



12 июля 2006
00:00
Поделиться