Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аслисемпе пĕрле шкул ачисем те

о Çĕнĕ тырă йышăнма

Аслисемпе пĕрле шкул ачисем те

Районти тырă йышăнакан пункт пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Ума лартнă тĕллевсене тăтăшах пурнăçласа пырать. Ытларах халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ кунта. Тĕрлĕ сортлă çăнăхран пуçласа халăха куллен кирлĕ таварсене туянма пулать. Кĕçех çĕнĕ тырă йышăнмалли тапхăр çывхарать. Унччен кунта куллен пурнăçламалли ĕçсем пайтах. Тырă упрамалли складсене шăлса тасатса дезинфекциленĕ, ку вара чи кирли тесен те тĕрĕсех. Апла пулсан кунта тĕш-тырра шанчăклă упрама пулать. Предприяти территорине çум курăксенчен тасатаççĕ тата ытти те. Ку ĕçе хальхи вăхăтра, кунти рабочисемсĕр пуçне шкул ачисене те явăçтарнă. Каникулта вăхăта усăсăр ирттерсе ан çỹреччĕр, укçа ĕçлесе илччĕр тенĕ ĕнтĕ. Ĕçлеме вĕренни хăйсемшĕн те усăллă, çемье бюджетне те кăштах пулăшу.

Предприятире çулсерен çĕнĕ тырă йышăнма тĕплĕн хатĕрленеççĕ, ку ĕç кăçал та çаплах. Лабораторинчи виçмелли тарасасенчен пуçласа автомашинăсене виçекенни таранах тĕплĕн тĕрĕслесе клеймеленĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



12 июля 2006
00:00
Поделиться