Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Делегатсем суйланă

о Партисемпе юхăмсем

Делегатсем суйланă

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти вырăнти уйрăмĕн черетсĕр конференцине партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Кириллов уçрĕ.

"РФ Президенчĕ В.Путин Федераллă Пухăва янă Çырăва пурнăçа кĕртес тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли кампание хутшăнас тĕлĕшпе партин пуçламăш организацийĕ умĕнче тăракан задачăсем çинчен" "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш регионĕн ĕçтăвком председателĕ В.Мидуков доклад туса панă.

Доклад тăрăх партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Г.Петрова, "АККонд" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Тимофеев тухса калаçнă.

Иккĕмĕш ыйтупа республикăри черетсĕр XI конференцие кайма В.Кириллова, К.Никитина, Г.Петровăна делегата суйланă.

Г. ПЕТРОВА,
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн
вырăнти уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ.


12 июля 2006
00:00
Поделиться