Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăххине курма кăмăллă

Лайăххине курма кăмăллă

Чăваш Енри наци "АПК аталанăвĕ" проект кунсеренех вăй илсе пырать. Унпа пĕрлех тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем те пурнăçа кĕреççĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни çав тери усăллă. Иртнĕ кунсенче кăна-ха районти хуçалăх тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсен представителĕсем Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирмăна çитсе курчĕç. Кунта республикăри семинар-канашлу иртнĕ. Унта пирĕн районсăр пуçне Тутар, Мари Эль Республикисемпе Ульяновск облаçĕнчен, Краснодар крайĕнчен те килсе çитнĕ. Хамăр республикăри ял хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Александров, çавăн пекех Чăваш ял хуçалăх академийĕн ученăйĕсемпе профессорĕсем хутшăннă.

Семинар-канашлăва хутшăннисен тĕллевĕ çĕр улми туса илес енĕпе малта пыракан оыптпа паллашасси пулчĕ. Кунта курса çỹремелли, çĕнĕлĕхсемпе паллашмалли нумай. Ку хуçалăх ытларах çĕнĕрен те çĕнĕ сортлă çĕр улмисене çитĕнтерет. Ăна лартса туса илессине те çĕнĕ йышши техникăсемпех пурнăçлаççĕ. Çĕр улмие упракан хранилищĕ те çав тери чаплă. Унта çĕр улми упрассине компьютер технологийĕпе йĕркеленĕ. Лайăххине курма кăмăллă. Паха опыта пурнăçа кĕртсен татах та аванрах.

Н. НИКОЛАЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн
тĕп специалист-агрономĕ.


12 июля 2006
00:00
Поделиться