Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрремĕш редактор

о "Хĕрлĕ ялав" хаçат юбилейĕ умĕн

Пĕрремĕш редактор

Паянхи пекех астăватăп, аллăмĕш çулсен вĕçĕнче Артем Алексеев редактор манăн заметкăсене тишкерсе тухса мĕнле çырмалли пирки канаш панăччĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Анчах эпĕ хамăн пĕрремĕш редактора ниепле те манаймастăп. Питĕ вашават, хыпаланчăк çынччĕ вăл. Çур сехет хушшинче хаçат валли пĕр ум статья çырса хатĕрлеме пултаратчĕ. КПСС райкомĕ чĕнсен унта вăл утса мар, чупса çитетчĕ. Унта мĕн хыпарпа чĕннине çийĕнчех хаçат çыннисене пухса сỹтсе яватчĕ. Çапла, вун икĕ çул хушшинче пилĕк редакторпа ĕçлерĕм. Пĕрне те хурламастăп. Пурте хаçат çыннисм пулнă вĕсем.

Район хаçачĕн коллективĕ пĕрремĕш номер тухнăранпа çитмĕл пилĕк çул çитнĕ куна хĕрỹ ĕçре кĕтсе илет. Хаçатра тахçан ĕçленĕ журналистсем ватăлчĕç ĕнтĕ, вĕсен вырăнĕнче - çамрăксем.

Редакцире маларах ĕçленĕ журналистсем асран тухмаççĕ. Эпĕ хаçата хĕрĕхмĕш çулсенче çырма пуçларăм. Ун чухне редакци пĕр кивĕ çуртра вырнаçнăччĕ. Вăрмара пырсан, редакцие кĕрсе тухмасăр киле кайман. Ытла та тарават, хăнана килнĕ çынна кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илетчĕç. А.Алексеев редактор патне кĕрсе тухма кăмăллăччĕ.

- Эсир кам пултăр? А-а. Чернов-и-ха? Сирĕн çырăвăрсене вуласах тăратăп. Эсир агроном. Ытларах çырмалла. Кашни çырура мĕн тунă, мĕнле майпа, мĕн панă, мĕн тума шутлаççĕ, текен ыйтусене хуравласа çырмалла, - тетчĕ редактор.

Çавăн пекех ял хуçалăх пайĕнче ĕçленĕ М.Авксентьев тата ыттисем те темăсем сĕнетчĕç. Парти пайĕнче ĕçлекен А.Казанов, çакăнта кĕрсенех, мĕн илсе килтĕр, парăр-ха вулам тесе, заметкăна илетчĕ, ручкăпа тỹрлетнĕ хыççăн çапма паратчĕ.

П.Родзянов фотокорреспондент та пире - ялтан килнисене - курма тăрăшатчĕ. Редакцие пырсан кăмăл уçăлатчĕ.

Паянхи пек астăватăп: аллăмĕш çулсен вĕçĕнче А.Алексеев Шăхальте вулакансен конференцине ирттерчĕ. Каçхине кивĕ клубра Њун чухне чиркỹ пулнă çуртра пулнăЌ Артем Алексеевич хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан çапла каларĕ:

- Шăхальтен хаçата çырса тăракансем çукпа пĕрех. Геннадий Чернов агроном кăна çырать. Хаçатпа çирĕп çыхăну тытăр, Вăрмара пырсан кĕрсе тухăр, ан хăрăр, критикăлла материалсем те кĕтетпĕр сирĕнтен.

Чăнах та аллăмĕш, утмăлмĕш çулсенче "Хĕрлĕ ялава" çырса тăракансем сахалтарахчĕ. Халĕ вара обществăлла корреспондентсем чылай пулмалла.

Çакă савăнтарать: хаçатăн паянхи сотрудникĕсем пире - ялти корреспондентсене - шутсăр хисепленĕ. Тепĕр тесен, пирĕнсĕр хаçат тума та май çук.

Г. ЧЕРНОВ,
ĕç ветеранĕ, пенсионер.



12 июля 2006
00:00
Поделиться