Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕ

о Ял хуçалăх çыравĕ

Пысăк ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕ

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Июлĕн 9-мĕшĕ тĕлне районта 5099 объект ял хуçалăх перепиçне хутшăнчĕ, çакă вара 45,5 процент пулать. Çав шутран ял хуçалăх организацине 3, хресчен ЊфермерЌ хуçалăхĕсене 36, сад-пахча пĕрлешĕвĕсене 11, икĕ шкул, уйрăм хуçалăхсене 5047 шута илнĕ.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Чăвашстат ертỹçин заместителĕ Э.Максимова пулчĕ. Чулкас ял тăрăхне çитсе курса унти ĕç-хĕлпе интересленчĕ. Çавăн пекех июнĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 9-мĕшĕччен ял хуçалăх перепиçĕ ирттерес енĕпе ĕçлекен район кураторĕ И.Головина пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлерĕ. Пĕрле Тикаш, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче пултăмăр. Çырав участокĕсенче пулса ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе кăсăкланнă, хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Çапла вара район ял хуçалăх çыравне пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Кĕскен каласан районта çырав ăнăçлă иртессе çирĕппĕнех шанма пулать.

Т. ПЕТРОВА,
районти статистика уйрăмĕн тĕп специалисчĕ.


12 июля 2006
00:00
Поделиться