Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Планерка ирттернĕ

о Вырăнти хăй тытăмлăх

Планерка ирттернĕ

Район пуçлăхĕ В.Кириллов йăлана кĕнĕ тунтикун ирттернĕ планеркăна федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем тата муниципалитет ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Унта чи малтанах иртнĕ эрнере туса ирттернĕ тата çак эрнере пурнăçламалли ĕçсене пăхса тухрĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта преступлени тăвассинчен профилактика ĕçĕсене вăйлатмалли, ку енĕпе кашнинех хутшăнса ĕçлемелли çинчен В.Кириллов тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çул-йĕр правилисене пăсасси тата çул çитмен ачасем преступлени тăвасси кăштах чакнă пулин те, тунă преступление уçса парасси кирлĕ шайра мар. Ĕç сыхлавĕ енĕпе те ĕçсем чаплах мар. Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе çителĕксĕр тăрăшатпăр.

Ветеринари служби те паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтермест. Çĕрпе тухăçлă усă курас енĕпе те тăрăшмалли сахал мар. Шкулсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе те ĕçе хăвăртлатни кирлĕ. Ял хуçалăх çыравне йĕркеллĕ ирттермелле.

Планеркăра район пуçлăхĕн заместителĕсемпе пайсен пуçлăхĕсем тата ыттисем тухса каларĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



12 июля 2006
00:00
Поделиться