Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РЕСПУБЛИКА КУННЕ ХАТĔРЛЕНСЕ

о Ачасен çуллахи каникулĕ

РЕСПУБЛИКА КУННЕ ХАТĔРЛЕНСЕ

Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Республика кунне хатĕрленсе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç. "Тăван тавралăха юрат тата ăна пĕл" темăпа ятарласа план туса хатĕрлерĕмĕр. 1-6-мĕш классенче вĕренекенсем туристла похода хутшăнса Кивĕ Вăрмарти виçĕ çăл куç, Вăрмарти чукун çул урлă хывакан кĕпер, Çĕнĕ Кавалти пĕве патне çитсе курчĕç, пĕвере пулă тытрĕç. Вĕренекенсем "Вăрмар поселокĕ ĕлĕк тата халĕ", "Пирĕн паллă ентешсем" темăсемпе ирттернĕ калаçусене тимлĕ итлерĕç. Республика кунĕ ячĕпе ирттернĕ ăмăртусене ачасем активлă хутшăнчĕç. Район центрĕнчи стадионти шкулсенчи лагерьсенче канакансем мини-футбол, пионербол, шашкăлла вылярĕç, 100 метрлă дистанцие эстафетăра чупрĕç, канат туртрĕç.

Н. НИКИФОРОВА,
вăтам шкул учительници.


12 июля 2006
00:00
Поделиться