Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçсем кал-кал пыраççĕ

о Строительство

Ĕçсем кал-кал пыраççĕ

Районта строительство ĕçĕсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 89374,06 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 90,8 процент пулать. Монтаж ĕçĕсене 74461,05 пин тенкĕлĕх пурнăçланă - 110,9 процент.
         Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Кĕлкеш шкулне çитиччен 0,66 километр асфальтлă çул хывнă. Чукун çул урлă каçакан кĕпер тăвасси малалла пырать.
      Шыв кĕртнĕ çĕрте 2,5 километр пăрăх хывнă. Строительствăна хывнă 4976 пин тенкĕ укçапа усă курнă.
         Çирĕм хваттерлĕ çурта тăвасси те аван пырать, кунта строительствăна хывнă 2827,4 пин тенкĕ укçапа усă курнă.

А. ТИХОНОВ,
райадминистрацин строительство, архитектура,
пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх,
промышленность, транспорт тата çыхăну пайĕн
тĕп специалисчĕ.



15 июля 2006
00:00
Поделиться