Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Активлă хутшăнар

о Ял хуçалăх çыравĕ

Активлă хутшăнар

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пырать. Çак ĕçе республика хули-ялĕсенче 1700 ытла çыравçă кỹлĕнчĕ. Пирĕн районта та ăна тивĕçлипе ирттереççĕ. Кашни ялтах ятарлă çыравçăсем çирĕплетнĕ. Вĕсем кунне çичĕ-сакăр е ытларах та килте пулса, хуçисемпе курнăçса кам мĕн чухлĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк усранине, çĕр лаптăкне, унта мĕн чухлĕ йывăç-тĕм, пахча-çимĕç ỹстернине палăртса çыраççĕ.

Мĕнлерех утăмсемпе аталанса пырать-ха çырав паянхи куна?

Ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен халăха тĕплĕн ăнлантарса пама тăрăшнă. Массăллă информаци хатĕрĕсем те çак ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те хăшĕсем çыравçăна киле кĕртме те хăраççĕ. Хресченсем хăйсене налук хурасран та шикленеççĕ пулас. Ял хуçалăх çыравĕ ирттерни ял çыннине те, çĕр-шыва та питĕ кирлĕ. Çынсем хăйсен майĕсем çинчен каласа параççĕ, правительство вара пирĕн майсене шута илет, çав никĕс çинче ял çыннине пулăшмалли, хула халăхне апат-çимĕçпе тивĕçтермелли мелсене палăртать.

Мĕнлерех пулмалла-ха çыравçăн? Кашни киле кĕрсе хуçисемпе пĕр чĕлхе тупса кирлĕ информаци ыйтса пĕлмелле, хаçат-журнал вулакан, телевидени пăхакан, радио итлекен çырав çинчен пĕтĕмпе пĕлсе тăрать. Хăшĕсем вара ун çинчен пĕлмеççĕ те. Çыравçăн вара ĕнентерме, шанчăк кĕртме, кашни çын патне май тупма пĕлмелле.

Э. АЛЕКСЕЕВА,
ЧПУ студентки.


15 июля 2006
00:00
Поделиться