Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алексей Трофимова асăнса - Раççей ăмăртăвĕсем

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Алексей Трофимова асăнса - Раççей ăмăртăвĕсем

Мăнçырмара çуралса ỹснĕ пултаруллă велосипедиста А.Трофимова асăнса ăмăртусем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ. Виççĕшне республика шайĕпе ирттернĕ пулсан, тепĕр улттăшĕ вара Раççей пĕлтерĕшлĕ.

Ăмăртусем ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Раççей ăмăртăвĕсем пуласси çинчен малтанах пĕлтерсе хунă. Спонсорсем шыраса тупнă. Тĕп спонсор, Мăнçырмара çуралса ỹснĕ, Мускаври "Дом паркета" холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев призсем илме укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Çавăн пекех Мăнçырмара çуралса ỹснĕ Мускаври строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, Шупашкарти "Системпром" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорăн заместителĕ Н.Матвеев, чăваш диаспорин Камчаткăри "Канаш" обществăн финанс директорĕ Э.Иванов, Çĕнĕ Уренгойри лавккасен сечĕн директорĕ В.Пидюков, Мускаври строительство компанийĕн директор заместителĕ Ю.Федоров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Л.Григорьев тата ытти нумай спонсорсем пулăшу панă.

Ăмăртусен çĕнтерỹçисем валли чăннипех лайăх парнесем хатĕрлесе хунă. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, музыка центрĕ, видеомагнитофонсем, магнитофонсем, пылесоссем тата ытти хаклă йышши япаласем.

Июлĕн 8 - 9-мĕшĕсенче Мăнçырмара Раççей шайĕнче иртнĕ вăл. Пĕр вăхăтрах маунтинбайк енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн тăххăрмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем, республикăн уçă чемпионачĕ тата республикăра мала тухассишĕн ирттерекен тупăшусем пулнă.

Ăмăртусене Мускав, Ижевск, Самара, Братск, Уфа, Пермь, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, хамăр республикăри Патăрьел, Муркаш тата пирĕн район спортсменĕсем - 13 команда, пурĕ 160 çын ытла хутшăннă.

Икĕ куна пынă маунтинбайк (сăртлă-туллă вырăнта чупасси) ăмăртăвĕсен кашни тапхăрĕ питех те интереслĕ иртнĕ. Пирĕн район спортсменĕсем те лайăх результатсем кăтартнă.

Июлĕн 8-мĕшĕ. 11 сехетре старт панă. Кросс-кантри ятлă вăл.

1994 - 1995 çулсенче çуралнă кĕçĕн ушкăнри арçын ачасенчен А.Алексеев (Энĕшпуç) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

1992 - 1993 çулсенчи ачасем хушшинче Р.Вотяков (Мăнçырма) виççĕмĕш пулнă.

1990 - 1991 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен К.Романова (Мăнçырма, Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренет) иккĕмĕш вырăна тухнă.

Çак ушкăнри арçын ачасенчен спорт мастерĕн кандидачĕн А.Кохнуровăн (Вăрмар поселокĕ, Олимп резервисен училищинче вĕренет) виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулнă.

Юниорсен тупăшăвĕнче спорт мастерĕн кандидачĕ А.Саминов (Çĕнĕ Шулхан, Олимп резервисен училищинче вĕренет) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Спорт мастерĕ В.Андреева (Çĕнĕ Шулхан, Олимп резервисен училищинче вĕренет) яланхи пекех чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

17 сехет. Ăмăртусем пуçланнă ятпа Мăнçырмари вăтам шкулта асăну митингĕ ирттернĕ. Акă, спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи, ЧР физкультурăпа спорт министерствин ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхне В.Кириллова рапорт парать.

- Пирĕн ентеше Алексей Трофимова асăнса Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусене Вăрмар районĕн çĕрĕ çинче йĕркелени пирĕншĕн пысăк чыс. Эпир сире хапăл туса йышăнатпăр. Сире чун-чĕререн саламлатăп, ăмăртура çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп, - тенĕ Вячеслав Николаевич.

Ăмăртăва хутшăнакансене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, ЧР велосипед спорчĕн федераци президенчĕ А.Филиппов, Алексей Трофимовăн ашшĕ - Николай Николаевич тата ыттисем саламланă.

Ăмăрту ялавне çĕклеме спортра пултарулăх кăтартакан велосипедистсене ирĕк панă.

Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă.

Июлĕн 9-мĕшĕ. Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн тăххăрмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем питех те çивĕч иртнĕ.

Пирĕн пултаруллă спортсменсем - А.Алексеев, М.Семенова, А.Кохнуров, В.Андреева пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

К.Романова - иккĕмĕш, С.Иванов, Р.Вотяков виççĕмĕш пулнă.

Икĕ куна пынă ăмăрту итогĕсем тăрăх хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна А.Алексеев, М.Семенова, К.Романова, В.Андреева тивĕçнĕ, Р.Вотяков, А.Кохнуров, А.Саминов виççĕмĕш вырăна тухнă.

Ăмăртусем вĕçленнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă самантра пултаруллă спортсменсене райадминистраци пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов, район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, "Дом паркета" холдинг президенчĕ Ю.Афанасьев, Мускаври строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Иванов, "Системпром" УАО генеральнăй директорăн заместителĕ В.Афанасьев, "Слава" коллективлă фермер хуçалăхĕн директорĕ В.Павлов, Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ В.Николаев, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов саламланă, хаклă парнесем панă.

А. ХОВАНСКИЙ.



15 июля 2006
00:00
Поделиться