Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проекчĕ пурнăçа кĕрет

о АПК

Наци проекчĕ пурнăçа кĕрет

Пысăк пĕлтерĕшлĕ "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхне аталану çулĕ çине тухма пулăшни сисĕне пуçларĕ. Ку юхăм Чăваш Республикипех сарăлнă, çав шутра пирĕн районта та. Наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе район администрацийĕпе хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. Уйрăм хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарса ярас тĕллевлисене кредит парса пулăшаççĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пеккисем 231 çын 35 миллион тенкĕ ытла кредит илме пултарчĕç. Çак ĕç районта малалла пырать, кредит енĕпе укçа-тенкĕ илсе харпăр хăй хуçалăхне аталантарас текенсен йышĕ ỹссех пырать. Наци проекчĕн уссине кашни çемье патне çитерессипе Кĕтеснер, Шăхаль, Арапуç, Пысăк Енккасси, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Энĕшпуç, Пинер ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем уйрăмах аван ĕçлесе пынине палăртмалла. Акă Кĕтеснерсем 5246 пин тенкĕ, Шăхальсем - 4420 пин, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем 3155 пин тенкĕ кредит илме пултарчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен кредита выльăх-чĕрлĕх усрамалли витесем тума е тĕпрен юсама, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх, минераллă удобренисем, вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх продукчĕсем турттармалли автомашинăсем туянма илеççĕ.

Кредита илнĕ хыççăн ăна каялла тавăрса пама пуçламалла. Ку вăл çапла пулса пымалла: кредитăн тĕп пайĕпе тата 14 процентне кредит килĕшĕвĕ çинче çырса кăтарнă тапхăрта тỹлесе пымалла. Енчен те эсир кредита "Россельхозбанк" уçă акционерлă общество урлă илнĕ пулсан, тĕп парăмне тата проценчĕшĕн укçине тỹлеме Шупашкара кайса çỹремелле мар, хамăр районти "Республикăри пĕрлештернĕ банк" коммерци банкне тỹлемелле. 12 процента тавăрса памалли хутсене те Шупашкара илсе каймалла мар. Ку енĕпе район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче "Россельхозбанкăн" представителĕ пулса Алевтина Вениаминовна Максимова ĕçлет.

Кредита хуть те хăш банкра илнĕ пулсан та патшалăх 12 процентне каялла тавăрса парать. Анчах та унччен кредит илнĕ банксене хăвăр банкпа пĕрле илме палăртнă таварсен чекĕсене, счет-фактурăсене, выльăх-чĕрлĕх тата ял хуçалăх техники илнĕ хыççăн алă пусса çирĕплетнĕ килĕшỹсене тата ытти тĕрлĕ документсене тăратмалла. 12 процента каялла хăвăр ятарласа уçнă счет çине куçарса параççĕ. Уншăн пăшăрханма кирлĕ мар.

Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма сĕнетĕп.

Н. ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăхĕпе
экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.



15 июля 2006
00:00
Поделиться