Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Абашпа пуçласа Петрушпа вĕçленĕ

о Тĕпчев

Абашпа пуçласа Петрушпа вĕçленĕ

Чăваш çыравçисемпе паллаштаракан био-библиографи справочникĕсем юлашки вăтăр-хĕрĕх çул хушшинче кĕнеке издательствинче тăтăшах тухса тăчĕç, халăх хушшинче хăвăрт саланчĕç. Вĕсене чăвашла та, вырăсла та пичетлесе кăларнă. Ку енĕпе хăй вăхăтĕнче Михаил Юрьев (Нямань) нумай ĕçлерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче унăн ĕçне Зоя Романова малалла тăсрĕ. Вăхăт хăвăрт иртет. Вăл хатĕрленĕ "Писатели советской Чувашии" кĕнеке тухнăранпа кĕçех вун çичĕ çул çитет ĕнтĕ. Унта чăваш литературинче палăрнă ик çĕре яхăн çыравçăн кун-çулне, ĕçне-хĕлне çутатса панă. Чылаях пысăк тиражпа кăларнă пулсан та халĕ кĕнекене тупса илме питĕ хĕн.

Çакна шута илсе тата кăмăлĕпе ăс-тăнĕ хистенипе пирĕн паллă сăвăç, публицист тата литературовед, Чăваш Республикин Писательсен союзĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн шалу илмесĕр пропаганда бюровĕн ертỹçинче ĕçлекен Петĕр Ялкир (Петр Алексеевич Тихонов) темиçе çул хушши çĕнĕрен çакăн пек справочник хатĕрлес енĕпе çине тăрса тимлерĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Пилĕк çул каялла Кỹкеçри типографире вăл хатĕрленĕ "Чăваш литературин кĕске энциклопедийĕ" кĕнеке пичетленчĕ.

Кĕнеки аван пулса тухнине кура Петĕр Ялкире ĕçтешĕсем ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç, кĕске энциклопеди хăвăрт сутăнса пĕтрĕ. Автор мĕн тума пултарнине пурнăçларăм тесе лăпланса лармарĕ, пуçланă ĕçе малалла тăсрĕ.

Акă, пирĕн умра çĕнĕ кĕнеки. Ăна вырăсла "Литературный мир Чувашии" ятпа çапса кăларнă. Тиражĕ те самаях пысăк: икĕ пин экземпляр. Справочник вулакансене Степан Абаш биографийĕпе паллаштарнинчен пуçланать. Клавдия Ятрушева пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырнипе вĕçленет. Абашпа (вăл 12 кĕнеке çырса кăларнă, хаçат-журналта пичетленнĕ калавĕсемпе повеçĕсене пуçтарса кăларас пулсан тата 12 кĕнеке пулмалла). Агаков пĕр вăхăтра пурăннă, пĕр вăхăтра литература ани çинче тăрăшнă пулсан та малтанхи справочниксем Леонид Агаковăн творчествине паллаштарнипе пуçланатчĕç. Çĕнĕ автор çак çитменлĕхе пĕтернĕ. Кĕнере вăл илемлĕ литература ĕçĕнче палăрнă 600 ытла çыравçăн биографине уçса панă, вĕсен миçе тата мĕнле кĕнеке тухнине палăртнă. Ултă çĕртен аллă вырăсла, улттăшĕ тутарла, икшер çын удмуртла тата марилле, пиллĕкĕн ирçелле çыракансем. Автор Пăрачкавпа Улатăр тăрăхĕнчен вырăсла çыракан вăтăра яхăн писатель тухни çинчен хушаматсене кăтартса, вĕсен пурнăçĕпе ĕçне çутатса парать. Энциклопедисем хатĕрлес ĕçĕн саккунĕсене пăхăнса, Ялкир текстсене калăпăшĕ тĕлĕшĕнчен пĕр пек хатĕрленĕ, çыравçă хăçан çуралнине (вилнĕ пулсан - хăçан вилнине) палăртнă. Хăш çулта СССР, Раççей Писательсен союзне кĕнине кăтартнă. Паллăрах кĕнекисен ячĕсене асăннă, ăçта ĕçлени, наградăсем илни çинчен çырнă.

Автор çамрăк талантсене хăвăрт асăрхани чăннипех те савăнтарать. Пултаруллисенчен пĕри - Надежда Ильина. Унăн калавĕсем хальлĕхе темиçе автор пĕрле пуçтарса кăларнă "Шурă туй кĕпи" сборнике анчах кĕнĕ-ха. Çапах еплерех калавсем вĕсем! Пĕри темиçе повеç тĕшне тăрать. Манăçнисен, анчах та манса кайманнисен ячĕсем мĕн чухлĕ! Михаил Сениэль поэтпа Алексей Трофимов профессор тăрăшнипе 1949 çулта вун тăххăра кайса пульницăра ỹпке шыççипе Њспорт ăмăртăвĕ хыççăн пăрлă шыв ĕçнĕЌ вăхăтсăр вилнĕ Людмила Васильевăн 620 йĕркеллĕ "Асăнмалăх" поэми кĕнекеленсе тухрĕ. Вилес умĕнхи тăватă кун хушшинче çырса хунă ку хайлава талантлă çамрăк хĕрача. Виçесĕр юрату та, ỹпкевпе ылхан та пур ку хайлавра. Ăна чĕрене ыраттармасăр, чуна кисрентермесĕр вулаймастăн. Митта Ваçлейĕпе, Петĕр Хусанкайпа тантăшлă Никонор Эхмин сăвăçа пĕлекенсем нумай-ши? Çирĕмри телейсĕр сăвăç çинчен (вăл Муркаш хутлăхĕнчи Çармăскассинче çуралнă) Петĕр Хусанкай 1928 çулта "Эхмин çакăнсан" элеги çырнă. Унта вăл тантăшĕн пултарулăхне питĕ пысăка хурса хакланă. (Çĕнĕ кĕнекере Л.Васильевăпа Н.Эхмин çинчен те вулама пулать).

Петĕр Ялкир хатĕрленĕ кĕнеке био-библиографи справочникĕ тесе хаклани çителĕксĕр. Вăл чăннипех те энциклопедие çывăх. Кĕнекене писательсем çинчен каласа панисĕр пуçне литература тематикипе çырнă хĕрĕхе яхăн статья кĕртнĕ.

Пысăк ĕç çитменлĕхсемсĕр пулмасть. Пирĕн шутпа кĕнекене темиçе ят кĕмелле çĕртенех кĕмесĕр юлнă. Кунта эпĕ Михаил Захаров (Мерчен), Валентин Палинов, Радик Муллин, Вера Савельева, Вениамин Золотов, Александр Миллин пирки каласшăн. Кĕнеке авторĕ вĕсене пĕлмест тесе калама май çук. Вĕсенчен иккĕшĕ Раççей Писателĕсен союзĕн членĕсем (М.Захаров, В.Савельева), тăваттăшĕ - темиçе кĕнеке авторĕсем. Паллах, кун пек чухне объективлăх тени кирлех.

Ку çитменлĕх "Литературный мир Чувашии" справочникĕн хакне пĕрре те чакармасть. Кĕнеке пичетленсе тухни республикăри литература пурнăçĕнче чăннипех те палăрса тăракан пулăм.

Кĕнекере Вăрмар районĕнче çуралнă çыравçăсене те тивĕçлĕ вырăн панă. В.Алендей, Г.Алендей, Д.Архипов, М.Волкова, М.Исаев, В.Рзай, Г.Кабаков, А.Казанов, Кăсăя Ваçлейĕ, В.Туртуш, А.Павловская, И.Чермаков, В.Мясников, А.Ярлыкин, Е.Никитин, А.Ыхра, А.Сухан, М.Юрьев, А.Яндаш писателтьсем пирки энциклопеди стилĕпе кĕскен те пысăк пĕлтерĕшлĕ çырса кăтартнă.

Г. УТКИН,
Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.



19 июля 2006
00:00
Поделиться