Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Дипломсене тивĕçрĕç

о Искусство

Дипломсене тивĕçрĕç

Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрсе каламалли инструментсем çинче вылякан çамрăк музыкантсен республика шайĕнчи пысăк конкурс пулса иртнĕ. Кунта оркестрпа, ушкăнпа, пĕччен вылякансем, Чăваш Енĕн музыка, искусство шкулĕсенчен килнĕ чи пултаруллă 80 ытла чи çамрăк кĕвĕ ăстисем хутшăннă. Çак чаплă пĕлтерĕшлĕ конкурса Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмне йĕркелекенĕ С.И.Габер педагог 110 çул тултарнине халалланă. Консерваторисем пĕтернĕ 8 çынран тăракан чи сумлă жюри республикăри районсенчен, хуласенчен килнĕ кĕвĕ ăстисен концерт программине 5-6 сехет хушши итлесе тивĕçлĕ хак панă. Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнчен конкурса I класра вĕренекен В.Петров труба çинче, V класра вĕренекен А.Александров альт çинче кĕвĕсене ăнăçлă выляса конкурс Дипломĕсемпе парнисене тивĕçрĕç. Жюри Вăрмарти кĕвĕ ăстисене ырласа, тав туса пысăк хак пани районти ачасен музыка шкулĕн преподавателĕн Е.Ефимовăн, О.Трифонова концертмейстерсен ĕçри тăрăшулăхне палăртнă.

Н. ИВАНОВ,
шкул завучĕ.


19 июля 2006
00:00
Поделиться