Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хатĕрлев кооперативĕсем

Хатĕрлев кооперативĕсем

Республикăра ял хуçалăх отраслĕ аталану йĕрĕ çине ỹкни тахçанах сисĕнет. Пур çĕрте те, çав шутра пирĕн районта та, выльăх-чĕрлĕхсен йышне хутшăнтарса продукци туса илессине ỹстерессипе те сахалах ĕçлемеççĕ. Ку тĕллевпе кредит илессипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсене туса илсен вырнаçтармалла та. Çавăнпа ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе кашни хулапа ял тăрăхĕсене çĕнĕ хатĕрлев кооперативĕсем йĕркелесси пирки те хушса хăварнă. Кун пек шухăшлисене те кредит парса пулăшаççĕ иккен.

"Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курсан ĕçсем ăнса пырĕç", - терĕ ЧР ял хуçалăх министерствин экономика пайĕн пуçлăхĕ Р.Лебедева пирĕн района килсен.

Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ĕçченĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă, сăмах каланă.

"Наци проектне туллин пурнăçласси çĕнĕ хатĕрлев кооперативĕсем йĕркеленинчен те нумай килет, çавăнпа пирĕн ку енĕпе мĕн пур вăя хурса ĕçлемелле", - терĕ В.Кириллов.

А. АНТОНОВА.



19 июля 2006
00:00
Поделиться