Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кун йĕркинче - район аталанăвĕ

о Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

Кун йĕркинче - район аталанăвĕ

Депутатсене мĕн ĕлĕкренех "халăх тарçи" тенĕ. Вĕсене халăх суйланă-çке-ха, апла пулсан вĕсен халăхăн куллен килсе тухакан ыйтăвĕсене татса памалла.

Хальхинче те, район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче, тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ В.Кириллов кăçалхи çур çулти районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çитĕнỹ çулĕ çине тăнисене ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ, çитменлĕхсене асăрхаттарчĕ.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев район бюджетне йĕркелесе тытса пырасси пирки чарăнса тăчĕ.

Пурнăç пурнăçах ĕнтĕ. Хăшĕсем пĕр ĕçе вырнаçаççĕ те мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çавăнта вăй хураççĕ. Теприсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Виççĕмĕшĕсем вуçех пилĕке авасшăн мар. Кун йышшисене тата тĕрлĕ çĕртен куçа килнисене, е килсĕр-çуртсăррисене ĕçе вырнаçтарса пурăнма майсем туса парасси пирки район прокурорĕн помощникĕ Г.Демьянов ăнлантарчĕ.

Район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай начальникĕ Ю.Соколов районти шкул çулне çитичченхи вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕсем çĕнĕ ĕç режимĕпе ĕçлеме пуçлассине палăртрĕ.

Район территорийĕнчи çĕрпе тухăçлă усă курмалли, уншăн налук тỹлемелли тата ытти ыйтусемпе райадминистрацин çĕр ресурсĕсемпе муниципаллă пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕсем И.Андреевапа А.Кузьмин тухса калаçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев республикăн пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç. Хăш-пĕр тавлашуллă ыйтусене çитес ларура татса пама пулчĕç депутатсем.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. "Пĕрле ĕçлесен кăна çитĕнỹ пулĕ", - тесе вĕçлерĕ ларăва.

А. НИКОЛАЕВА.



19 июля 2006
00:00
Поделиться