Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Министра - журналистсен пĕрлĕхĕн награди

Министра - журналистсен пĕрлĕхĕн награди

Раççей Журналистсен союзĕн "Профессиллĕ пĕрлĕх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" Хисеп паллине Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть çирĕплетнĕ çак наградăпа журналист профессийĕн социаллă авторитетне ỹстерме, Раççейри хаçат-журналпа телекурав тата радиохыпарлав пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхне çирĕплетме пулăшнăшăн тата професси организацийĕнче хастар пулнăшăн, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисемпе журналистсене, культурăпа наука, обществăпа политика ĕçченĕсене чыслаççĕ.



19 июля 2006
00:00
Поделиться